Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗрӗк тӗррисем

ТӖРӖК ТӖРРИСЕМ

  • * *

Ӑстампул.
Кӗпер юпи.
Икӗ ҫӗр –
ик ҫул юппи.

Кай ене е малалла? –
ӑҫталла халь каймалла?

Мал ене кайсан –
малаш,
Кай ене кайсан –
каяш…

Чӑвашсенӗн утмаллах.
Чӑтнӑ.
Чӑтать.
Чӑтмаллах…
1994. Ӑстампул.

* * *
Тӑван тӗнне хӗстернине пула
Чылай чӑваш тарать ӑстампула.

Тутар ятпа ҫӳрет пуҫне хырса,
ҫапла ун несӗлӗ ларать хӑрса.

Вӑл-ку тарам.
Эпир пӗтсех ҫитмен,
чӑваш тени те ҫӗр ҫинчен ҫӗтмен.

Ҫапла ҫаптарнӑ шухӑшсампала
вӗҫсе ҫитеп ҫап-ҫут ӑстампула.

Ӗшеннӗ самолет чарнать чупса,
пӗр харӑссӑн яратпӑр ал ҫупса.

Портри хӗвӗшӳре пӗр пуҫ курнать,
«Чӑвашистан!», – тесе вӑл кӑшкӑрать.

Кунта паян эп
кӗтнӗ тус, хӑна –
ытамласа илеп Огузхана.
10.09.2007. Анкара.

  • * *

ӑстамбулӑн ӑстисем, –
ах тур-тур!
Кама хывнӑ-ши вӗсем –
пит маттур!

Манарийӗ, миҫӗчӗ –
ах турах, –
ҫуталаҫҫӗ хӗвелпе
йӑлтӑрах.
Ази те, Европа та
кунта пӗр,
вӗсене пӗрлештерет
тӗп кӗпер.

Эп тӑратӑп ик тӗнче
чиккинче,
шухӑшлатӑп: манӑн кил
хӑш енче?

Суккӑр карчӑк суллашать
анӑҫра.
Тимӗр тылӑ шалтлатать
тухӑҫра…
11.09.2007. Анкара. Ир.

  • * *

Ӑстампулта кӑначчӗ, –
кур ӑна, –
автобуспа чавап
Анкарана.
Кунта ҫук тинӗс ҫилӗ.
Ҫӗр хӗрет.
Ма тӗрӗксем вырнаҫнӑ
пуш хире?

Урта ҫынни хӑранӑн
вӑрманта
шыв ҫи хурахӗ
ҫитеймен кунта.
Ак мӗншӗн пӑрахса
ӑстампула
сӑртсем ҫинче тӗпленӗ
тӗп хула.

Ҫав ҫӑлӑнӑҫ ҫулпе
эп халь кӑна
автобуспа ҫитеп
Анкарана.
Тӗрӗксене туртать кунта
тӗпри:
Ататюрка хупланӑ
вил тӑпри.
11.09.2007. Анкара. Кӑнтӑрла.

  • * *

Киленсе ҫиеҫҫӗ,
васкамаҫҫӗ тек.
Арӗсем ӗҫлеҫҫӗ,
арӑмсем килтех.

Раккине ӗҫеҫҫӗ
кунтисем сахал,
мӑйӑхли пит йышлӑ,
тӗл пулмасть сухал.

Чӗлӗмне туртаҫҫӗ
чейне ӗҫнӗ май.
Саррисем пӑт-пат та
ҫыррисем нумай.

Ват ҫынна итлеҫҫӗ,
ҫамрӑка чараҫ.
Кӑвапа кӑтартмӗ
кунти хӗр-упраҫ.

Ачисем те сывӑ,
йышлӑ ҫӗн хунав,
тӑван ҫӗр, чӗлхешӗн
хатӗр пуҫ хума.

Тӗлӗнсе ҫӳретӗп,
тӗлӗк пуль ку теп.
Чӑвашра пач урӑх.
Мӗн шанса кӗтеп?

Эпӗр питӗ чирлӗ,
чӑвашсем чирлех.
Тӑван ҫӗр, чӗлхешӗн
тӑрӑшни кирлех.
11.09.2007. Анкара. Каҫ.

  • * *

Сирпӗнес тӗллевлӗ бомбӑна
тупнине хам куҫӑмпа эп куртӑм.
Ҫакӑ ӗҫ вӑл пусмӑрлуҫӑ курдӑн,
ҫӗрпе ирӗк кирлӗ мӗн ӑна.

Питӗ тутлӑ ҫимӗҫ-ши вара
юнпала юрайнӑ юсман-ирӗк?
Урӑх ҫук-ши майӗ, ҫулӗ пирӗн?
Ҫӗре ма юнпа ҫеҫ шӑварас?

Ҫӗнтереймӗн, ҫыннӑм, пӑшалпа,
ҫиҫӗмле ҫуталнӑ ӑс-пуҫ кирлӗ,
ун хӑвачӗ бомбӑран та вирлӗ.
Тӗнчипех утасчӗ ҫак ҫулпа.
Тӑван ҫӗр, чӗлхемӗрпе йӑла
тутара, пире те кирлӗ мар-и?
Вӑйпа мар, туссем, ӑспа юлар.
Курд ӗҫне кӑштах та ырламарӑм.
12.09.2007. Анкара. Ир кӳлӗм.

  • * *

«Тунсӑхларӑн-и?» – тесе эс чӗвӗлтетрӗн
кӗсье телефонӗн кӗпҫинчен.
Каласа парам сана, хӗрккем,
итлет-ни,
Турцири хам кӑмӑлӑм ҫинчен?

Кунта эс юратнӑ ӑшӑ та, хӗвел те,
пахча-ҫимӗҫпе ӗҫме-ҫиме.
Шӑрӑха эп савманне пӗлетӗн,
пылакне-ҫуне те пит ҫимес.

Эсӗ ҫук кунта, ытарайми чӗкеҫӗм,
ҫук ҫут Атӑл, сарӑ Чӑвашстан.
Канлӗ юлӑп-ха ютра ӑҫтан,
ҫитеймест мана уҫ сывлӑш пек чӗлхеҫӗм.

Хура ҫӑкӑр кирлӗччӗ мана.
Питӗ ҫиес килчӗ тӑпӑрч икерчийӗ.
Парнесем валли халь
вырӑнӗ те ҫитӗ? –
кӗнекепех тулчӗ чӑматан.

Ҫумра ҫук хӗрккем те,
ҫумра ҫук сар арӑм,
кайӑксен кӗввийӗ илтӗнмест,
тӑван ҫӗр шӑрши пачах кӗмест…
Чӑваш еншӗн, хӗрӗм,
хытӑ тунсӑхларӑм.
Анкара. 12.09.2007. Кӑнтӑрла.

  • * *

Чӗкеҫ ҫуначӗ пек ҫав куҫ харши
компьютер хыҫӗнчен
вӗҫейрӗ тухрӗ,
пӗр ярӑнчӗ кунтах,
ҫӳле пӗр ухрӗ.
Мана курсан ҫакскер хӑрамӗ-ши?

Куҫ хӳрипе сӑнатӑп чипере.
Тахҫан ӑна эп курнӑ пек пӗрре.
Чӑннипелех ҫак хӗрккене
пӗлеп-ши,
е яшлӑха кӑна аса илеп-ши?

Хирте чӗлтӗртетен ыраш ӑрши
чӗреҫӗм тӗпӗнчи чӗме вӑратнӑн,
вӑл тӗлӗрен хӗлӗхсене хускатнӑн
пулайрӗ ҫав ҫунат пек куҫ харши.

Чунпа ҫынсем ялан юлаҫҫӗ ҫамрӑк,
ҫунаҫҫӗ те юрлаҫҫӗ уншӑн ҫеҫ.
Ҫапла шутларӑм та
хайхи чӗкеҫ
вут пуҫҫи пек компьютера вӗлт! чӑмрӗ.
12.09.2007. Анкара. Каҫкӳлӗм.

  • * *

Тӗрӗкре пуҫланчӗ рамазан.
Аллаха кунта пит хисеплеҫҫӗ.
Типӗре сывлӑхсене сиплеҫҫӗ,
мӗн пулать хӑйне ҫын чармасан?

Халӑха тӗн чӑмӑртатать кунта.
Вӑл тӑрать чӗлхешӗн те йӑлашӑн.
Чӑваша чиркӳ пулас кунта
пулӑшайӗ-ши хӑй пек юлмашкӑн?

Шкулӗнче сехет сахалтарах.
Ытларах ют чӗлхепе вулаҫҫӗ,
ашшӗ-амӑш чӗлхинчен кулаҫҫӗ...
Манӑн шухӑш чӑн ан пултӑрах!
Ним пулмасть кашни тӑрӑшмасан.
Ачӑрсемӗр чӑвашла пӗлеҫ-и?
…Тӗрӗкре пуҫланчӗ рамазан.
Чӗлхене кунта пит хисеплеҫҫӗ.
12-13.09.2007. Анкара.

  • * *

Тӗрӗкре пулманне пӗлтерем:
кунта курмӑн ниҫта вӗлтӗрен.
Шӑрӑхра курӑксем те хӑраҫҫӗ,
пахчине-йывӑҫне шӑвараҫҫӗ.

Тӗлӗнтермӗш-ши ҫумӑр ҫукки?
Анкара варринче – шыв сикки.
Хӑш тӗлте палтлатать
тӗпсӗр танӗ? –
Пӗрӗхет сиплӗ чӑртӑк-фонтанӗ.
13.09.2007. Анкара. Кӑнтӑрла.

  • * *

Ман ҫине пӗр вӗҫӗм тинкеретӗн,
килӗшместӗн, тек чӗрре кӗретӗн,
Кипра пӗрлештеретпӗр тетӗн.
Пӗлейсем: сая каян ӗҫ ку.

Османсен империне мухтатӑн,
курдсене пурне пӗр пек куратӑн,
сан майлах тесессӗн йӑнӑшатӑн.
Ырламас эп пусмӑра, ас ту.

Тӗрӗкре ман ҫук чӗлхем, хаваслӑх,
пиччемсем ҫунаҫ пуласшӑн аслӑ,
хӑш енне пӑхсан та ҫук пуласлӑх.
Чӑваша ямасть тӑван кӗтес.

Чӑваша туртать ҫӑви-масарӗ,
Е Ишек, Ҫӗрпӳ, Юхма пасарӗ,
АМӐШӐПЕ шукӑль Шупашкарӗ...
Ҫаксене ӑнланӑн-ши кӑть эс?
13.09.2007. Анкара. Каҫ кӳлӗм.

  • * *

Кунашкал пулманччӗ-ха чылай,
тӗлӗкре эп кӗҫӗр темӗн супнӑ.
Тӑван кил, кукаҫ та кукамай
инҫетре мана шыранӑ, тупнӑ.

Мӗн каласшӑн пулнӑ-ши вӗсем?
Пӳрт лартас пирки кӑштах шутлап пек,
пур пек палӑртса хурайнӑ лаптӑк…
Мӗн тӑватӑр эсӗр, ватӑсем?

Ҫын тӑвас пулать ман хӗрӗмрен,
кӗнеке таврашӗ та ҫырасшӑн.
Тин пуҫларӑмччӗ-ҫке ӗмӗре.
Тӑхтӑрсам, ҫӗр амӑшӗ, ҫӗр ашшӗ!

ӑнланаймӗҫ тӗрӗкри туссем те.
Палӑртса хуни – малтан мала,
ӑслӑхра кӗтеҫ туман ӗҫсем те, –
пурнмалла-ха манӑн,
пурнмалла!

Юпа уйӑхӗ вӑл вӗҫӗ мар.
Эп ҫуралнӑ. Аннепе мӑнукӑм…
Ан хӑтланӑр-ха ҫапла тӑрукӑн.
Ятранах хыватӑп ҫураҫма.

Анкара. Пит шавлӑ Кӑзӑл ай .
Хӑна ҫуртӗнче эп ҫурта ҫутрӑм.
Кун пекки пулманччӗ ҫав чылай.
Тӗлӗкре эп кӗҫӗр темӗн супрӑм…
14.09.2007. Анкара. Ир кӳлӗм.


  • * *

Алӑк леш енче – хӗркке кулли.
Пӗр кусайрӗ сасӑ, кӑлтӑртатрӗ,
ҫепӗҫ туйӑмӑмсене вӑратрӗ,
юн та хӑй тымарӗнче тулли.

Эй, астармӑш хӗр-упраҫ сасси,
эс мана пӗр савӑнӑҫӑн, тертӗн
ҫамрӑк ҫулсене аса илтертӗн.
Йывӑр иртнипе ҫеҫ пурнасси!

Тимлесе тӑнлап. Ҫав иртнинчен
мӗн чуль сасӑ-кулӑ илтӗмест-тӗр.
Хор йӗркелӗттӗм халь вӗсенчен,
пулӑттӑм маэстро та хорместер.

Ҫав кулла пула хунать тӗнче.
Вӑл чӑн юрӑ, юрату ҫуратрӗ.
…Темле хӗр ман алӑк леш енче
кӑвакарчӑн евӗр кӑлтӑртатрӗ.
14.09.2007. Анкара. Ир кӳлӗм

  • * *

Ик шофер тавлашрӗҫ. Ан та чар.
Уйӑраймӑн.
Ах, ытла вӗри те!
Парӑнасшӑн мар тавра пӗри те,
калӑн, пуҫ касуҫӑ янычар.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ман автобуса
чылаччен чӑмларӗ ийӗ мурӗ:
турткалашрӗ, тапрӗ, кӑрт-карт турӗ.
ӑшӑмра тем килчӗ капланса.

Османсен империне ас илтӗм,
Дунай ҫи пӑлхарӗн пурнӑҫне…
Хӑр тавраш ан сулӑр ҫын ҫине,
пӗр-пӗрне хаяр нихҫан ан тивтӗр.
14.09.2007. Анкара. Кӑнтӑрла.

  • * *

Конгресс мар пуль ку, чӗлхе пасарӗ!
Сӑмахсем пӗр пек те, пӗр те мар,
вӗсене ҫыхать-тӗр пӗр тымар.
Ак ӑҫта Махмудӑн сӑмахсарӗ !

Тӑнласа итлетӗп тӗрӗке,
хушӑран бу не тесе ыйтатӑп.
Пӗчченех ҫӳретӗп те утатӑп,
тухнӑ тейӗн тин ҫеҫ ирӗке.

Акӑ ташӑ кӗввисем илетӗп.
Тащласа кӑтартрӑм ӑнланма.
Ҫыннисем пуҫларӗҫ ал ҫупма,
тӗрӗксемпе эп те ҫемӗлетӗп.

Хӗр пӗрчи валли илесшӗн сулӑ.
Пӗр хӗркке туяннине пӑхап.
Сисрӗ те вӑл парнелерӗ кулӑ.
Лавккаран хавхаланса тухап.

Эй, тӗнче! Ытла та пӗчӗк эсӗ.
Пур чӗлхи-ҫынни пӗрешкелех.
Кӑмӑлсем ан пулччӑр ҫеҫ чикесӗр.
Пурӑнасчӗ тӗрӗс-тӗкелех.
14.09.2007. Анкара. Каҫ кӳлӗм.

  • * *

Утнӑ чух урампа
байӗпе, баянпа
пуплешеп хам майпа:
аван-и, тусӑмсем, мерхаба!

Пӳлӗмре ҫиме пур,
ҫумӑмра туссем пур,
айӑмра тӳшек пур.
Тавтапуҫ, дузларӑм,
тешеккӳр!

Эп юратрӑм сире,
хулӑра, килӗре.
Курасси - ӳлӗмре.
Ал парар: Кҫрӳшмек ӳзере!
14.09.2007. Анкара. Каҫ кӳлӗм.

  • * *

Ҫур ҫӗр иртнӗ тӗле ыйхӑм ҫӗтрӗ.
ӑш вӑркать, чунӑм канӑҫ пӗлмест.
Уйрӑлма туссенчен вӑхӑт ҫитрӗ,
ҫавӑнпа ҫывӑрассӑм килмест.
Кантӑкран хула шавӗ кӗмерӗ.
Тӳпере самолет мӗлтлетет.
Сӑввӑма ҫыричен вӑл кӗтмерӗ,
таҫталла ӗнтӗ халӗ вӗҫет.

Эп Хуркайӑк ҫулне те курмарӑм.
Алтӑр ҫӑлтӑр та ҫук пек, туссем.
Е кунта Чӑвашри тӳпе мар-и,
кунта урӑх тӳпе те тӗссем?
Ҫӗрлехи Анкара маншӑн ютӑ.
Палламастӑп ӑна, кай-кай-кай!
ӑҫта эсӗ, автобусӑм-утӑм,
хӑвӑртрах килелле илсе кай.
15.09.2007. Анкара. Ирпе 3 сех.

  • * *

Ҫывӑрса тӑранман. Пуҫ вӗри.
Е килтен инҫетришӗн чирлерӗм?
Е ӗшентӗм-ши ҫавӑ тери,
ҫӗре сӑвӑ ҫырса эп ҫӗрлерӗм?

Сывлӑх ҫурчӗ кӗтмест.
Ҫук ман полис,
арӑм чикнӗ эмелӗм кӑна.
Чирлесессӗн ютра мӗскер пулӗ?
Умӗнчен хыҫӗ юлтӑр хӑнан.

Ҫак сӑмахӑм чӑнпа тӳр ан килтӗр,
халех хӑптӑр манран чир-амак!
…Тӗлӗнтермӗш! Ҫӗклентӗм, йӑл илтӗм.
Вӗҫтерем парнесем шырама!
15.09.2007. Анкара. Ир кӳлӗм.

  • * *

Тӗрӗкре те ҫынсем сунаслаҫҫӗ.
Апчхи! мар, пирӗн пек эчху! теҫ.
Евӗрлев сассене пит тӑнлаҫҫӗ,
вӗсене чӑваш евӗр илтеҫ.

Евӗрлев чӗлхине лартчӑр палӑк.
Тӗнчере урӑх ҫук ун пекки.
Тӗрӗксен хушшинче те вӑл паллӑ,
чӗлхесенӗн тӗппи те тӗкки!
Анкара. 15.09.2007. Кӑнтӑрла.

  • * *

Вӑтӑр саккӑрмӗш хут ИКАНАС
Тӗнчери тӗпчевҫе кунта пухрӗ.
ӗҫсене вӗҫленишӗн пулас
итлекенӗн чылай йышӗ хухрӗ.

Виҫӗм кун тухса кайрӗ тутарӗ,
курас килчӗ ман тӗрӗк ҫӗрне.
Ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм мана вӑл уттарӗ.
Паянхи каяс ҫул – Эдирне.

Пурӑнать унта ман тӗрӗк тусӑм,
вӑл пӗлет калаҫма чӑвашла.
Кӗҫенет, тулхӑрать автобусӑм.
Ҫук, вӑл мар,
хам васкап пулмалла.
15.09.2007. Анкара. Кӑнтӑрла иртсен.

  • * *

Чипер юл, Анкара, чипер юл,
анӑҫа хывӑнать манӑн ҫул.
Умӑмра – тӗлӗкри Эдирне,
чӑвашла каласан, Етӗрне.
Ҫакӑнта пурӑнать манӑн тус,
чӑвашла пӗлекен чӑн огуз.
Вӑл: «Ҫука юлтӑм тет, – шӳтлесе, –
кӗнеке, тӗрлӗ копи илсе».
Вӗсем пурте ман халӑх ҫинчен,
камах пухнӑ ун чухлӗ ӗнче?
Кирлӗ мар япала е хула,
эп курасшӑн ҫитсе ҫав мула.
Пулас марччӗ ман катӑк тӑнран,
тӗнчере хакли пур ылттӑнран.
Шеллеместӗп укҫа-ҫармана,
Эдирне йыхӑрать халь мана.
Манран тарчӗ тесе ан кала.
Ан ҫилен. Чипер юл, Анкара!
15.09.2007. Анкара-Эдирне. Ҫӗрле.
  • * *

Хӗвелтен малтан эп ҫитрӗм
Огузхан Эдирнине.
Темле кайӑк сасне илтрӗм,
ӳхӗ пек ӳхӗрнине.

Тӗрӗк тусӑм ҫывӑрать-ха,
вӑл пӗлмест эп ҫитнине.
Шӑнкравларӑм та вӑратрӑм,
палӑртмас кӳреннине.

Хӗвел тухрӗ те пӗр кулчӗ
чӑваша кунта курсан.
Ман каллех ак кӑмӑл тулчӗ,
Огузхан ҫитсе тӑрсан.
16. 09. 2007. Эдирне. Ир кӳлӗм.

  • * *

Мереҫ шывӗ юхать Пӑлхартан,
Эдирне тӗлӗнче тем васкать вӑл.
Ик тӑван чиккинче пулнӑран
чӗреме ҫакӑ вырӑн хускатрӗ.

Тӗрӗксем пурӑнма пит пӗлеҫҫӗ:
тавраллах канмалли чайхана,
Кунта юлмӑн пирн пек чухӑна,
пуплесе ерипен чей ӗҫеҫҫӗ.

Тухса пӑхӑр-ха Атӑл хӗрне,
канма тухнӑ яшне те хӗрне.
Ҫамрӑксем хаярри ҫеҫ ӗҫеҫҫӗ,
ясарланнӑ куҫсем шав ҫиҫеҫҫӗ.

ӗҫнинчен ытларах калаҫни,
кирлӗрехчӗ пире чун уҫни.
Апла мар ҫав эпир. Йӑлт супатпӑр,
пӗр васкатпӑр, ир кӳлӗм сыпатпӑр.

Хамӑра упрама ӳркенетпӗр,
пӗтсен сывлӑх тинех ӳкӗнетпӗр.
…Тӗрӗкре чайхана тавраллах.
Ҫын лартать-ши ӑна е Аллах?
16.09.2007. Эдирне – Ӑстамбул. Каҫ пулттипе.

  • * *

Сывӑ пул,
Ӑстамбул,
чыс-мухтав
сан Мускав –
самолет чиперех вӗҫсе анчӗ.
Тӗрлӗ сӑн,
тӗрлӗ ҫын
ҫӑксемпе,
тюксемпе
пасара е ӑҫта-тӑр саланчӗ.
Тӗрӗкри –
тӗлӗкри
пурнӑҫсем,
курнӑҫсем
пиншер байт-асӑмран епле тухӗҫ?
Е канас,
ИКАНАС?
Тӑн-ӑспа,
тӑнӑҫпа –
ак епле тӗллевсем лартать тухӑҫ.
Мӗн унта,
мӗн кунта,
кам апла,
кам ҫапла
пулнине чухласа эпӗ илтӗм.
Тӗрӗксен
тӗррисен
эрешне,
ӗретне
ӑнланса, улшӑнса халӗ килтӗм.
17.09.2007. Мускав. Ир кӳлӗм.
  • * *

Кӑлтӑрттин, кӑлтӑрттин
манӑн пуйӑс чупать,
инҫетре акӑ тин
Шупашкар курӑнать.
Мӑшӑра ыталам,
ачашлам ачама,
чӑннине эп калам:
кансӗр уйрӑм пурнма.

Пултӑр пирӗн тымар,
ӑш йӑва пултӑрах.
Хӑнара япӑх мар,
килсенче аванрах.

Ҫулӗ пулӗ ытти,
ҫын килнех таврӑнать.
…Кӑлтӑрттин, кӑлтӑрттин
пуйӑс-ут чарӑнать.
18.09.2007. Шупашкар. Ир.

  • * *

Мӗн-ма иртни ҫеҫ ман чуна килет,
мӗн-ма улшӑнуран ялан хӑратӑп?
Хваттерӗмре курап тӑван киле,
ачалӑха паянхинче шыратӑп?

Кирек мӗн кур – теме ас илтерет,
ялан туяп хама ҫӗр-ҫӗр ҫул пурннӑн,
ҫак ҫӗр ҫинче пурне те пӗлнӗн, курнӑн…
Чухласчӗ ман, мӗне ку пӗлтерет?

Поэзипе ытла супсах курман.
ӑсран та тайӑлман.
Ватах та марччӗ. –
Туссемшӗн хаклӑ кашлакан вӑрман,
ман куҫӑм умӗнче ялан тымарччӗ.

Вӑл курӑнмасть.
Унран сӗткен илет
чӑваш чунне упран ҫӑки-юманӗ...
Иртни кӑна ман чунӑма килет.
Этем хӑй тымарне мӗскершӗн манӗ?
1.09.2007. Шупашкар.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

lukina тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-25 12:42:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2685 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем